Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ. Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ. Ара, ачасем сахалланчӗҫ, шкул алӑкӗ уҫӑлма пӑрахрӗ. Ялта – пӗр лавкка. Унта ӗҫе кӗреймӗн, сутуҫӑсем пур. Клубра та ваканси ҫук. Унччен тирпейлӳҫӗ, клуб ӗҫченӗн, кочегарӑн вакансийӗсем пулнӑ. Халӗ ку тивӗҫсене пӗр ҫын пурнӑҫлать. Вулавӑш та пурччӗ. Шел, вӑл хӑҫан ӗҫлеме пӑрахнине хальхи ӑру астумасть те. Тата ӑҫта ӗҫлеме пулать-ши? Ялта урӑх организаци-предприяти ҫук. Район центрне ӗҫе ҫӳреме пулать-ха, анчах мӗнле? Ял ҫывӑхне килекен автобус тахҫанах ҫӳреме пӑрахнӑ. Райцентра ҫитес килсен пӗр автобусран ансан теприне кӗтме тивет. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Шӑхасанти Геннадий Редьков ялта Культура ҫурчӗ тутарассишӗн РФ Президенчӗн Йышӑну пӳлӗмне ҫитнӗ. Мускава кайма тивмен-ха ӑна: видеоконференц-ҫыхӑну мелӗпе унта ӗнер йышӑну ирттернӗ. Хальхинче халӑх ыйтӑвне ҫӗршыв ертӳҫин пулӑшуҫи Игорь Щеголев итленӗ. Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗпе Президент пулӑшуҫи республика Элтеперне Михаил Игнатьева, РФ культура министрне Владимир Мединские, РФ ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачёва ӗҫлеме хушнӑ. Вӗсене мероприятисен планне хатӗрлеме каланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче финанс министрӗ Светлана Енилина Шӑхасанти Культура ҫурчӗн проект документацийӗ патшалӑх экспертизи тухнине пӗлтернине палӑртнӑ. Хутсене ырласан проектпа федераци программине хутшӑнасшӑн, республика хыснинчен укҫан пӗр пайне уйӑрма хатӗр тесе хыпарланӑ. Ӗҫе килес ҫул пуҫӑнас шанчӑк пур. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханнине, ҫав ыйтупа вӑл кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӑлри шыва шанса пӗтереймӗн Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне сыхлас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӑлкуҫри шыв пахалӑхӗ пирки те сӑмах пынӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари мӗнпур шывран 93,49 проценчӗ нормӑна тивӗҫтерет. Ялта вара апла мар: 47,75 процент ҫеҫ. Чӑн та, хӑш-пӗр ҫӗрте шывран хурт тухать тенине те илтме тивет. «Ял тӑрӑхӗсенче ҫынсем тӗрлӗ ҫӑлкуҫри шывпа усӑ кураҫҫӗ. Халӑх йышлӑн усӑ куракан вырӑнсене тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсем пуррине тупса палӑртнӑ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтупа муниципалитетсен тимлӗрех пулмалла», — асӑрхаттарнӑ Надежда Луговская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Юсав ӗҫӗ пынӑ самант. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатри сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче шыв башни персе аннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ. Аса илтерер, вӑл нумай хваттерлӗ 8 ҫурта шывпа тивӗҫтернӗ. Башньӑна 35 ҫул каяллах тунӑ. Маларахри хыпарта эпир Вӑрнар район администрацийӗ СУПН-1-17 управляющи компанийӗ 150 пин тенкӗлӗх насос илессине те асӑннӑччӗ. Башня йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн ҫынсем 8 ҫӑлкуҫран шыв ӑснӑ. Ирхине тата каҫхине пушар машини шыв кӳрсе килнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара васкавлӑн ларӑва пуҫтарӑннӑ. «Хыпар» хаҫат сайчӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ирпе Нурӑсри ҫынсен шыв нуши пӗтнӗ. Ырӑ хыпара нумай хутлӑ ҫуртсене тытса тӑракан «Март» ертӳлӗх (управляющи) компани директорӗ Геннадий Ильин пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Ял пурнӑҫӗ
Халӗ ялта ӗлӗкхи пек выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усрамаҫҫӗ. Ҫавна май улӑх-ҫаранпа курӑк вӑйлӑ ешӗрет, этем ҫӳллӗшех ӳсет. Хӑть ҫавапа кайса ҫул. Темиҫе ҫул каялла ун пек пулман. Астӑватӑп-ха: анне ӗнене кӑкарма ир-ирех, 4 сехетре, тухса каятчӗ. Кӑштах каярах юлсан ӗне кӑкарма вырӑн юлмастчӗ. Каярахпа ялта касу яма пуҫларӗҫ. Кун хыҫҫӑн уй кӑштах пушанчӗ. Асанне пурӑнакан урамра вара 1 ҫын ҫеҫ ӗне усрать. Ҫавӑнпа вӗсем патӗнчи уя тухса утӑ ҫулма пулать. Тепӗр тесен, асаннесен урамӗнче ҫын та юлмарӗ. Вӑй питтисем те, ватӑ ҫынсем те самай вилчӗҫ. Урамра — 11 кил. Вӗсенчен виҫҫӗшӗнче ҫеҫ ҫын пурӑнать. Выльӑх-чӗрлӗх сахал усранӑран уйсем ҫум курӑкпа тулма пуҫларӗҫ. Юлашки вӑхӑтра пур ҫӗрте те тенӗ пекех наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсет. Этемрен те ҫӳллӗскер питӗ вӑйлӑ ашкӑрать: такам вӑррине сапса хӑварнӑ тейӗн. Ку ӳсен-тӑран питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Унран пин-пин вӑрӑ тӑкӑнать. Темиҫе ҫул каялла ҫак наркӑмӑшлӑ курӑк пирӗн анкарти хыҫӗнче пачах ҫукчӗ. Ӑҫтан тупӑнчӗ вӑл? Темиҫе ҫулта вӑл таҫта ҫитиех сарӑлчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Раҫҫее ют ҫӗршывран илсе килнӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Хучел ялӗнче ҫитес виҫӗ ҫулта 120-е яхӑн пӳрт туса лартмалла. Пурте пӗр урамрах пулӗҫ-и — хальлӗхе пӗлместпӗр. Анчах ҫав ҫуртсене тума палӑртнӑ территорие аталантарма, хӑтлӑх кӗртме республика хыснинчен 12 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрасси паллӑ. Кӗмӗл федераци тата республика бюджечӗсенчен тивӗҫӗ. Асӑннӑ территорие укҫа уйӑрассине ятарлӑ конкурсра палӑртнӑ. Субсиди парассине ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер укҫапа епле усӑ курнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма чӗнсе каланӑ. 2017–2020 ҫулсенче ҫавӑн пекех Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчерӗн хӗвелтухӑҫ пайне, Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗн кӑнтӑр пайне хӑтлӑх кӗртме укҫа уйӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Юлашки вӑхӑтра ял эрех ӑшне путни кулянтарать. Арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те черкке енне туртӑнаҫҫӗ. Намӑс-симӗс пирки манса пыраҫҫӗ. Ачисен умӗнче хӑть вӑтанасчӗ. Пӗррехинче чӳречерен пӑхрӑм. Курах кайрӑм: ӳсӗр хӗрарӑм урам варрипе саркаланса, тайкаланса утать. Чим-ха, ара, ку манӑн класс ертӳҫи вӗт. Хӗллеччӗ. Хайхискер юр тӑрӑх нуски вӗҫҫӗнех утрӗ. Ҫӑматне аллинче тытнӑ. Пӗр кинемей патӗнчен килнине тӳрех чухларӑм. Ялан ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ вӗсем. Лешӗн патӗнчен тухнӑ чухне пушмакне те тӑхӑнайман шельмӑ ӳсӗр хӗрарӑмӗ. Тепӗр тесен, кунран тӗлӗнмерӗм. Вӑл тахҫанах черкке тӗпӗнче телей шырать. Упӑшкине пытарнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ тӗллевне ҫухатрӗ вӑл. Турӑ ача-пӑчаллӑ пулма пӳрмерӗ вӗсене. Питӗ лайӑх вӗрентекенччӗ вӑл. Ачасемпе пӗрле ялсем тӑрӑх концертсемпе ҫӳретчӗ. Чӑваш литературипе чӗлхин урокӗсене питӗ лайӑх ертсе пыратчӗ. Упӑшки шартлама сивӗре шӑнса вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ кустӑрми аялалла кусма пуҫларӗ унӑн. Ҫурчӗ ӗҫкӗҫсен йӑвине ҫаврӑнчӗ. Кунӗпе кам кӑна хутламасть-ши унта? Йӗркеллӗ пурӑннӑ хӗрарӑмах ҫапла пулса кайрӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Куславкка районӗнче урана ҫӑматӑ тӑхӑнса пӑр ҫине тухаҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, конькисӗр хоккей выляс йӑла вӗсем патӗнче аталанса пырать. Ҫӑматӑ ал-урана, кӗлеткен ытти пайне сиен кӳменрен спортсменсем хӳтӗленмелли тӗрлӗ хатӗр тӑхӑнмаҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем — Куславкка районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем. Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Кунерти вӑтам шкулта зонӑри вӑйӑ иртнӗ. Унта Кӗнерти ачасемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Тӗрлемесри, Кармӑшри шкулсенчен пухӑннисем вылянӑ. Ҫӗнӗ тӗрлемессем пуринчен маттур пулнӑ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче зонӑри икӗ вӑйӑ иртмелле. Ун чух Энтри Пасар, Куснар, Кӗҫӗн Карач, Елчӗк шкулӗсенче вӗренекенсем пӑр ҫине тухӗҫ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи «Атӑл» комплексра вӑйӑн иккӗмӗш тапхӑрне пухӑнӗҫ: унта тӗп кубокшӑн кӗрешӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Явӑшра пурӑнакансем юртан танк ӑсталанӑ. Т-34 тӑвиччен икӗ ҫул каялла вӗсем юрпа пӑртан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи танк тунӑ. Ҫамрӑксен хальхи ӗҫӗ вара унчченхинчен ӑнӑҫлӑрах пулса тухнӑ. Ҫапах та порталтисем танка темле те хакласа тултарнӑ: хурласа та, мухтаса та. Танка ӑсталанӑ ҫамрӑксем ӗҫе тӗксӗм симӗс сӑрланӑ. Аякран пӑхсан ӑна чӑннинчен уйӑрса илме те йывӑр. Борт номерӗ — 021. Танк ҫине вырӑсла: «За Родину» (чӑв. Тӑван ҫӗршывшӑн!), — тесе ҫырнӑ. Тӑрринче СССР ялавӗ вырӑн тупнӑ. Танка ялти Явӑш урамӗнчи 42-мӗш ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, танк модельне Александрпа Алексей Федоров пӗр тӑвансем тата вӗсен тусӗ Дмитрий Романов ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Хальхи ҫамрӑксене пирӗнтен хӑшӗсем ҫӑмӑлттай, вӗсене ним кирлӗ мар тесе хурлама пӑхаҫҫӗ. Вӗсем йытӑ хӑваласа кӑна ҫӳреҫҫӗ текенсем йӑнӑшнине ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ йышӗпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ чух хам куҫпа курса тепӗр хут ӗнентӗм. Мускав хулинчи аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ пӗр ик ҫул каяллах: «Пирус туртни халӗ модӑра мар. Ҫамрӑксен трендне пӗлместӗн эсӗ», — тени асра юлнӑччӗ-ха. Музейсемпе театрсене ҫӳреме юратакан ҫав яш ҫӗршывӑн тӗп хулинче кӑна мар, тӑван тӑрӑхне килсен те хӑш культура учрежденийӗнче мӗнле премьера пынипе кӑсӑкланать. Мускавра пӗрле вӗренекен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан юлташӗпе Чӑваш Ене ҫитсен те вӗсем тӳрех театра ҫул тытаҫҫӗ. «Вӗсем ҫӳреҫҫӗ пуль-ха. Ялта пурнӑҫ ҫапах та урӑхла. Тунсӑхпа аптӑранӑ ҫамрӑксем эрехпе айкашаҫҫӗ», — шухӑшлать пӗлӗшӗм. Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ял тӑрӑхӗнче пултӑмӑр та унта пурнӑҫ урӑхла вӗрени кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пире савӑнтарни: ҫамрӑксен шухӑшлавӗ-ӑнтӑлӑвӗ ылмашни. Ҫакна асӑрханине вӑл енчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Шуйский те палӑртрӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |